чувашский выпуск

Ҫемье ыйтӑвӗнчен пуҫласа ял нуши таранах

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ.

Тӗп хулара арҫын сывлӑхӗн центрӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Ку центр Ҫурҫӗр поликлиникинче "Арҫын сывлӑхӗ" программӑпа килӗшӳллӗн уҫӑлнӑ.

Мускавра Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен пӗтӗмлетӳ ларӑвӗ иртрӗ

Вӗсем тӑрӑшнипе Чӑваш Енри 100 ытла яш-кӗрӗм Мускаври ҫар училищисемпе академинче вӗренеҫҫӗ.

Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ шкулӗнче хушма ҫурт хута кайрӗ

Тутлӑ та усӑллӑ апат ҫиме - ҫӗнӗ столовӑй, сывлӑха ҫирӗплетме - хальхи йышши спорт залӗ.

Аваллӑхран пуҫласа паянхи кун таран

Вӑхӑт юххипе вӗренӳ тытӑмӗ те улшӑнанса пырать. Ҫакна Шупашкарта иртнӗ вӗрентекенсен форумӗнче йӗркеленӗ курав та аван сӑнларӗ.

Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Галина Кузнецова юбилей паллӑ тӑвать

Уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртет.

Наци вулавӑшӗнче Анатолий Хмытӑн нумай пулмасть кун ҫути курнӑ кӗнекине пахаларӗҫ

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен кунӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательствинче Анатолий Хмыт ҫыравҫӑн "Тӗлленмен тӗлӗк" ятлӑ калавсемпе повӗҫсен пуххи пичетленсе тухрӗ.

Шупашкарти 185-мӗш ача сатӗнче 6-мӗш ҫул "Атте урокӗсем" проект пурнӑҫланать

Уйӑхсерен уявсем ирттерме ашшӗсене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсем ачасемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ, вӑйӑсем выляҫҫӗ.

 Туслӑх ҫуртӗнче чикӗ леш енчи студентсен апат-ҫимӗҫ фестивалӗ иртрӗ

Апат-ҫимӗҫ халӑхсене ҫывӑхлатать. Ҫакна нацисем хушшинчи фестиваль-конкурс та ҫирӗплетрӗ.

Чӑваш Енри ҫамрӑк хоккеистсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ылтӑн шайба" ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗҫ

Пушкӑртстанра иртнӗ турнирта ял командисен йышӗнче Елчӗк районӗн ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.

Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Юлия Чичерина ҫитсе курчӗ

Ҫак тӗл пулӑва "Донбасс ачисене - пулӑшу" проектпа килӗшӳллӗн "Время помогать" ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ.

 Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре пенси укҫи наци тӳлев системин "Мир" картти ҫине куҫас тапхӑр вӗҫленет

Пенсие е ытти социаллӑ тӳлеве, сӑмахран, Виза е Мастеркарт ҫине илсе тӑракансене Мир карттӑ ҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн куҫарӗҫ.

 Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонта 250 вырӑнлӑ ача сачӗ хута кайрӗ

Ӑна уҫма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнчӗ.

«Пирӗн Ҫӗнтерӳ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен — асӑнмалӑх». Елена Маркелова

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Хупахушкӑнь ялӗнчи Елена Маркелова тыл ветеранӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫынсемпе танах уй-хирте вӑй хунӑ, окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ.

Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта  ӳнер студийӗ ӗҫлет

Унта тивӗҫлӗ канурисем, сусӑрсем ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Вячеслав Сивов аталантарать.

Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫуракине хатӗрленес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Паянхи кун тӗлне республикӑри хуҫалӑхсенче ҫураки валли 49 пин тонна яхӑн вӑрлӑх хатӗрленӗ.

 Журналист, ҫыравҫӑ, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Михаил Желтов 75 ҫул тултарчӗ

Михаил Желтова ҫут ҫанталӑк нумай енлӗ пултарулӑх парнеленӗ.

 Чӑваш автономи юбилейне халалланӑ "Ҫӗрҫуллӑх марафонӗ" Елчӗк районне ҫитрӗ

Кун пек уявсем маларах Улатӑр, Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче иртрӗҫ.

Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Николай Андреев скульптор ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Ӳнерҫӗн ӗҫтешӗсемпе ентешӗсем йӗркеленӗ экспозицире - 100 ытла хайлав: бюстсем, турӑшсем, графика.

Все
Спецпроекты
"Мы в домике"

Интернет-проект про перемены — к лучшему. Дизайн, переделка, перестановка, тестирование материалов для ремонта и умных гаджетов. Съемки в реальных условиях с людьми, экспертами и котиками.

Наша Победа

Проект ГТРК «Чувашия» посвящен 75-летию Великой Победы. Собран из цикла сюжетов и роликов, которые журналисты компании готовили совместно с нашими зрителями и пользователями соцсетей компании. Это наш общий проект и общий праздник.

100-летие Чувашской автономии

К юбилейной дате - 100-летию образования Чувашской автономной области, ГТРК "Чувашия" создает цикл роликов о важнейших вехах становления республики.