Ашшӗ-амӑшӗ валли пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытмалли кун иртрӗ

Кӑҫалхипе Раҫҫей шайӗнчи акцине 8-мӗш хут йӗркелерӗҫ.

Пӗлтӗр тӗрӗслев вырӑс чӗлхипе ҫырнӑ пулсан, кӑҫал истори предмечӗпе пулчӗ. Тӗп хулара пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне ҫырма ашшӗ-амӑшӗ 59-мӗш шкула пухӑнчӗ. Ачасене мӗнле йӗрке кӗтнине хӑйсем ҫинче туйса илме пултарчӗҫ вӗсем. Шкула кӗнӗ чухне паспорт кӑтартмалла. Кӗсье телефонне вара пӗрле илме юрамасть. Кашнине класа тимӗр шыракан хатӗрпе тӗрӗслесе кӗртрӗҫ. Экзамен пуҫланиччен бланксене мӗнле тӗрӗс ҫырмаллине ӑнлантарчӗҫ. Тӗрӗслев кӗскетнӗ йӗркепе иртрӗ. Ун валли пӗр сехет уйӑрчӗҫ. Акцин тӗп тӗллевӗ - ашшӗ-амӑшӗн ачисене экзаменсене пӑлханмасӑр, ӑнӑҫлӑ тытма пултарнине ӑнлантарма пулӑшасси.


Оксана Верликова