Сӑн ӳкерчӗксенче - хулан юратнӑ вырӑнӗсем

Кӑҫал Шупашкар 555-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Ҫакна халалласа пирӗн телерадиокомпани хула администрацийӗпе пӗрле "Город на Волге" проект пуҫарчӗ. Ку вӑл фото ӗҫне кӑмӑллакансен хӑйне евӗр тупӑшӑвӗ.

Пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ паллӑ. Андрей Николаева саламлама эпир хамӑр студие чӗнтӗмӗр. Ӑна пауэр банк парне пулчӗ.

- Акцие хаваспах хутшӑнатӑп, хамӑн тӑван хулан илемне ыттисене те кӑтартас килчӗ, - тет вӑл. Сӑн ӳкерчӗксенче Андрейӑн юратнӑ вырӑнӗсем - Хӗрлӗ Тӳрем, кӳлемӗш сӑнланнӑ. Чун киленӗҫӗ пулса тӑнӑ фото ӗҫӗпе вӑл 20 ҫул ытла кӑсӑкланать. Телефон е фотоаппарат ун яланах ҫумра. "Город на Волге" проекта хутшӑнакансен сӑн ӳкерчӗксене ӑҫта тата хӑҫан тунине кӑтартмалла. Чи лайӑх ӗҫсен авторӗсене асӑнмалӑх парнесем кӗтеҫҫӗ.

Екатерина Фомина, Андрей Шоклев