Чӑваш Енри аваллӑх управӑшӗсенче "Архив каҫӗ" акци иртрӗ

Историпе кӑсӑкланакансем республикӑн сӗм авалхи кун-ҫулӗпе, хӑйне евӗрлӗ паха экспонатсемпе паллашма пултарчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ акци истори архивӗн Уруков урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑмах йышлӑ хӑна пухрӗ.

Кӑҫалхипе 9-мӗш хут иртекен "Архив каҫне" харӑсах темиҫе паллӑ пулӑма, Раҫҫейре иртекен ҫемье тата Чӑваш Енри экологи культурин Ҫулталӑкӗсене, ҫавӑн пекех Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кунтах мухтавлӑ ентеш тӗнче уҫлӑхне вӗҫме хатӗрленнине, космосран таврӑнсан амӑшпе тата тӑванӗсемпе тӗл пулнӑ самантсене сӑнарлакан сӑнӳкерчӗксене курма пулать. Коридорсене вара Наталия Нагорнова ӳнерҫӗн куравӗ илемлетет. Сӑрӑллӑ ӗҫсенче Чӑваш Ен илемӗ сӑнарланнӑ. Ӗлӗкхи экспонатсем вара куракана уйрӑмах илӗртеҫҫӗ.

Кунтах аваллӑх управҫисем килен-каяна кивӗ хутсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелеме вӗрентрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫурт ҫӗнӗ хатӗрпе те пуян. Вӗсемпе усӑ курса ӗлӗкхи докуменсене цифрӑна куҫараҫҫӗ. Ҫак ӗҫ пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек кашни кунах пулса пырать. Архивистсен пултарулӑхӗпе паллашнисӗр пуҫне кунта тӗрлӗ ӳсӗмри куракан валли ӑсталӑх сехечӗсем, сӗтел ҫи вӑййисем хатӗрленӗ.

Акци парнепе те пуян. Хальхинче Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Александр Вражкин архивра хӑйӗн фондне уҫрӗ. Ҫавӑн пекех Александр Николаевич Петр Маркин ҫыравҫӑпа Венера Большова тележурналиста аса илсе калаҫу йӗркелерӗ. Ун хыҫҫӑн акци хӑнисем Виктор Чугаров ӳкернӗ черетлӗ фильмпа паллашма пултарчӗҫ.


Алексей Енейкин, Игорь Ульянов