Чӑваш Енре пӗрремӗш хут Шри-Ланка ҫӗршывӗн культурипе паллаштаракан курав уҫӑлчӗ

Ку вӑл - Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ аякри республикӑпа пӗрле пуҫарнӑ пысӑк ӗҫсен ярӑмӗнчи культура пулӑмӗ. Хӑйне евӗр экспонатсемпе Чӑваш тӗррин музейӗнче паллашма пулать.

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ Шри-Ланка ҫӗршывӗнчи аслӑ шкулсемпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлет. Тӗллевлӗ грант пулӑшнипе 2 ҫӗршыв хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсе аякри утрав ҫамрӑкӗсене вырӑс чӗлхине вӗрентет. Ятарлӑ курссене ҫӳрекен 160 ытла студент  вырӑс чӗлхине ӑша хывнӑ та. Педуниверситетра та халӗ Шри-Ланкӑран килнӗ 22 студент пӗлӳ илет. Ку хальлӗхе ҫеҫ-ха.

Туслӑ ҫыхӑну пӗрле тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетсе малалла аталанма мӑнаҫлӑх парать. Кун пирки пухӑннисем университетра иртнӗ "ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче калаҫрӗҫ. Аслӑ шкулӑн 5-мӗш корпусӗнче вара Шри-Ланка центрӗ уҫӑлчӗ.

Ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑма Шри-Ланка республикин Раҫҫейри полномочиллӗ посолӗ хутшӑнни паха. Джанита Абевикрема Лиянаге профессор Чӑваш Ене пысӑк тӗллевпе килнӗ. Педуниверситет ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнисӗр пуҫне вӑл Чӑваш тӗррин музейӗнче пулчӗ. Пирӗн халӑхӑн авалтан пухӑнса пынӑ ҫи-пуҫ пуянлӑхӗпе паллашса кунтах Шри-Ланка культурипе паллаштаракан курав уҫрӗ. Унта утравлӑ ҫӗршывӑн уявӗсемпе юмах-халапӗсене сӑнарлакан батиксемпе сӑрӑллӑ ӳкерчӗксем, карҫинкка евӗр савӑт-сапа, тӗрлӗ йӑла-йӗрке ирттермелли параппансем, маскӑсем тата ытти те. Пӗтӗмпе 25 экспонат. Вӗсене Шри-Ланкӑн Мускаври посольствинчен илсе килнӗ. Чӑвашсем те аякран килнӗ посола чӑваш кӗпипе кӗмӗл капӑрлӑх парнелесе пысӑк хисеп турӗҫ.

Чӑваш Енпе Шри-Ланка хушшинчи ҫыхӑнусене малашне вӗренӳпе культура ҫеҫ мар, экономикӑри хутшӑнусем те ҫирӗплетме пуҫлӗҫ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин