Тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене, культурӑна пӗчӗкрен тӗпчеҫҫӗ

Республикӑри вӗренӳ институчӗ, наци конгресӗ, ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ пӗрле  "Чӑваш ачи чӑвашах" ӑмӑрту йӗркелесси йӑлана кӗчӗ. Вӑл ҫулсерен Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртет. 8-мӗш фестивале тӗрлӗ тӑрӑхран тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене, культурӑна пӗчӗкрен тӗпчекен ачасемпе пултаруллӑ вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Фестиваль яланхиллех пысӑк вӑйӑ картинчен пуҫланчӗ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкартан, Муркаш, Етӗрне, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутайпа Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенчен килнӗ хӑнасене калайкассисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. 120 яхӑн шкул ачипе вӗрентекен пуҫтарӑннӑ хальхинче уява. Ялти пӗлӳ ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ершова каланӑ тӑрӑх, ҫак ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать, чӑваш наци тумне те пурте кӑмӑлласа тӑхӑнаҫҫӗ.

Ачасемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ секцисене пайланса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. "Вӗрентетпӗр чӑвашла" ӑмӑртӑва чӑваш чӗлхи вӗрентмен 15 педагог хутшӑнчӗ, вӗсем хӑйсен предметне тӑван чӗлхепе ирттерчӗҫ. "Сар ачапа сарӑ хӗр" тупӑшура 7-9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансем тӑван чӗлхепе культурӑна мӗн таран пӗлнине ӑс-хакӑл вӑййинче кӑтартрӗҫ. Уйрӑмах кӗҫӗн классенчи пӗчӗк артистсен пултарулӑхӗ килӗшрӗ: "Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн" ӑмӑртура ҫулталӑк ҫавринчи уявсен йӑли-йӗркине сӑнарларӗҫ вӗсем.

Пирӗн уяв мешехисем ҫав тери кӑсӑклӑ та хӑйне евӗрлӗ. Кӗҫӗннисем нихҫан та аслисенчен юлман, ҫавна пула ача-пӑча сӑмахлӑхӗ пуян.

Тӳресем фестивале хутшӑнакансем пӗринчен тепри маттур пулнине палӑртрӗҫ. Анчах ӑмӑртура пултаруллинчен пултаруллине уйӑрмалла.

Фестиваль вӗрентекенсене ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ҫитӗнтерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе явма та май пачӗ.


Марина Карягина, Олег Цыпленков