Атӑл тӑрӑхӗнчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен театр коллективӗсен фестивалӗ вӗҫленчӗ

Яланхи пекех унта пирӗн республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тӗп уяв кӑҫал Удмурт Республикин тӗп хулинче - Ижевскра иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара тӳрӗ эфирта пӗлтерчӗҫ. 

Кӑҫалхипе "Театральное Приволжье" фестиваль 5-мӗш хут иртрӗ. Унта 1300 ытла пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Финала вара 28-шӗ кӑна тухнӑ. Округри 14 регионран 2-шер ушкӑн - студентсен тата вӗренекенсен театр коллективӗсем уйрӑм. Пирӗн республика чысне тӗп тупӑшура Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкулти "Калейдоскоп талантов" тата Чӑваш патшалӑх университетӗнчи "Кафедра" ушкӑнӗсем  хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ.

Турӗ эфира кашни регионтанах пултарулӑх ушкӑнӗсем тухрӗҫ. Вӗсем хӑйсен тӑван тӑрӑхӗн уйрӑмлӑхне уҫса паракан видеороликсем кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех тӳресен пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарчӗҫ.

Кашни субъект чи лайӑх 5 региона пӗлтерчӗ. Ҫапла майпа Чӑваш патшалӑх университетӗнчи "Кафедра" театр ушкӑнӗ 3-мӗш вырӑна тухрӗ.  Сӑмах май, ку аслӑ шкул фестивале пӗрре те сиктермен - кашнинчех малтисен йышӑнче тата.

Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсем валли паха парне хатӗрленӗ. Вӗсем "ГИТИСфест" ятпа пулакан вӗренӳ ҫул ҫӳревне хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗн Атӑл федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Олег Машковцев пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл тӑрӑх 8 кун теплоходпа ҫӳрени пуриншӗн те пысӑк кӗтменлӗх пулӗ. Ҫӗрпӳри "Калейдоскоп талантов" ушкӑн малтисен ретне лекеймерӗ пулин те, вӗсемшӗн хутшӑнни те паха опыт пулчӗ. Кӑҫалхи фестивальте вара ҫамрӑксем хушшинче Чулхула облаҫӗнчи, ачасен йышӗнче Пермь тӑрӑхӗнчи театр ушкӑнӗсем ҫӗнтерчӗҫ.


Надежда Александрова,  Екатерина Янгалакова