Тӑвай тӑрӑхӗнче Николай Шутов ячӗпе пултарулӑх ушкӑнӗсен фестивалӗ иртрӗ

Республикӑра паянхи кун 49 халӑх театрӗ ӗҫлет. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Енӗш Нӑрваш уйрӑм вырӑнта тӑрать. Унта 1970-мӗш ҫулсенче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай ШУтов пуҫарнипе драма кружокӗ ӗҫлеме пуҫланӑ, 1987-мӗш ҫулта вӑл "халӑх театрӗ" ята тивӗҫнӗ. Чылай ҫул ялти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Николай Шутов пурӑннӑ пулсан кӑҫал 60 тултаратчӗ. Ӑна асӑнса ентешӗсем фестиваль ирттерчӗҫ.

Вера Кузьмина СССР халӑх артисчӗ ҫуралса ӳснӗ ялта "Шурӑ юр ҫинчи кӗлчечек" фестивале 2-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Чи малтан Николай Шутов репертуарӗнчи "Туй - авланасчӗ" постановкӑн прологӗ сцена ҫине тухрӗ. Николай Андреевича таврара пурте пӗлнӗ, халӗ те ялан асра тытаҫҫӗ, ырӑпа асӑнаҫҫӗ. Вӑл ӑста юрӑҫ та, ҫӑмӑл ураллӑ ташӑҫ та, пултаруллӑ режиссёр та пулнӑ, теҫҫӗ. Ун пек йӗркелӳҫӗ сайра пулнине пурте палӑртса каларӗҫ: вӑл явӑҫтарнипе ялта сцена ҫине тухса артистланман ҫын та юлман-тӑр.
Фестивале Тӑвай, Канаш, Вӑрмар тӑрӑхӗсенчен килнӗ халӑх театрӗсем хутшӑнчӗҫ. Спектакль сыпӑкӗ-и, кӗске инсценировка, юмах е шӳтлӗ монолог - кашнин пултарулӑхӗнче уйӑрса палӑртмалли ен пурах. Декораци улшӑнса пынӑҫем Шупашкартан килнӗ сумлӑ хӑнасем, хаклакан тӳресем куракансене Николай Шутов ҫинчен каласа пачӗҫ. Трактор историйӗн музейӗн пуҫлӑхӗ Альберт Сергеев, унччен республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртне ертсе пынӑскер, "фестивале эпӗ ятарласа Шутов сӑнарӗнче килтӗм: Шупашкара ҫапла костюмпа, галстукпа, медальне ҫакса ҫӳретчӗ, дипломатӗнчен кучченеҫ кӑларатчӗ", - терӗ.

Фестивале енӗшнӑрвашсем "Пултарулӑх ҫыннисем" федераци проекчӗн "Культура" наци проекчӗпе ирттереҫҫӗ. Унта шкул ачисем те хутшӑнни кӑтартуллӑ. "Театр лаҫҫи" студие ҫӳрекен ҫамрӑк артистсем "Ӑса вӗрентрӗҫ" спектакльпе савӑнтарчӗҫ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн программине паллӑ юрӑҫсем пуянлатрӗҫ. Василий Раймовпа Михаил Фёдоров республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене куракансене пӗрле юрлаттарчӗҫ.
Чи савӑнӑҫлӑ самант - чыслав. Малти вырӑна тухнисене диплом парса хавхалантарнисӗр пуҫне "Чи лайӑх арҫын ролӗ", "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинацире уйрӑм артистсене палӑртрӗҫ. Этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ тутӑ пулаймасть, ҫын чунне искусство кирлӗ - ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетрӗ халӑх театрӗсен фестивалӗ.


Марина Карягина