Республикӑри театр ӳнерӗн "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ

Театр ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Пултарулӑх коллективӗсем хаклӑ кураканӗ валли премьера хыҫҫӑн премьера лартаҫҫӗ. Халӑх юратӑвне ҫӗнсе илнӗ спектакльсемпе те час-часах сцена ҫине тухаҫҫӗ.

Ҫулсерен артистсем хушшинче ирттерекен конкурс-фестивальсем вара вӗсене тата та хавхаланса ӗҫлеме хӑват параҫҫӗ. Ҫакнашкал ӑмӑртусенчен пӗри - кӑҫалхипе 24-мӗш хут иртнӗ "Чӗнтӗрлӗ чаршав". 

Кӑҫал уява хӑйӗн сцени ҫинче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ йышӑнчӗ. Ҫавӑн пекех йӗркелекенсем  - Культура министерствипе Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ. Конкурса Чӑваш Енри мӗн-пур патшалӑх театрӗ хутшӑнать. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен 26-мӗшӗччен тӳресем программӑна кӗртнӗ постановкӑсене пӑхса тишкернӗ. Чыславччен пӗр кун маларах Мускавран, Мордва Республикинчен килнӗ театр критикӗсенчен, драматургсенчен, литературӑпа театр тӗпчевҫисенчен, Чӑваш Енри театр деятелӗсенчен пухӑннӑ ушкӑн конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.

"Чи лайӑх сценографи" номинацире Пукане театрӗ лартнӑ "Король Лир" спектакле илемлетнӗшӗн Эмиль Капелюша чысларӗҫ. Ҫак ӗҫе вӑл инҫет меслетпе тунӑ пулин те пысӑк хака тивӗҫнӗ. Пукане театрӗн "Сказка о добром сердце" юмахӗ валли музыка хайланӑшӑн Андрей Галкина чысларӗҫ. 2-мӗш планри сӑнаршӑн Вырӑс драма театрӗн артистне Денис Латышева палӑртрӗҫ. "Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ" наградӑна кӑҫал Ҫамрӑксен театрӗн "Шурҫамка" постановкинчи тӗп роле калӑпланӑшӑн  Сергей Никитина пачӗҫ. "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинаци ҫӗнтерӳҫишӗн сумлӑ парне чӑн-чӑн кӗтменлӗх пулса тӑчӗ. "Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле" спектакльти сӑнаршӑн ӑна Эмилия Назарова илчӗ. Сӑмах май, артист ку номинацире 3-мӗш хутчен чыс-хисепе тивӗҫрӗ.  "Ҫулталӑкри чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ" Пукане театрӗн Болдинов пьеси тӑрӑх лартнӑ "Сказка о добром сердце" пулса тӑчӗ. Ҫак номинацин парнине театр 2-мӗш ҫул алӑран вӗҫертмест.

Тургенев пьесине тӗпе хурса Дмитрий Миронов режиссер хатӗрленӗ "Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле" постановка ҫавӑн пекех "Чи лайӑх спектакль" номинацире мала тухрӗ. Гран-Прие вара Борис Манджиев режиссер ӗҫӗ - Шекспирӑн "Король Лирӗ" тӑрӑх лартнӑ постановка тивӗҫрӗ.  Пурӗ кӑҫал тӳресем 2023-мӗш ҫулти 11 премьерӑна хак панӑ. Ятарлӑ парнесене тивӗҫекенсем те пулчӗҫ. Ҫамрӑксен театрӗн "Шурҫамка" спектакльти рольшӗн Николай Миронова пултарулӑх командировкине кайма путевка пачӗҫ. 
Театр ӗҫченӗсен уявне курма килнӗ хӑнасем Чӗнтӗрлӗ чаршавӑн 25-мӗш конкурсне хатӗрленме артистсене ӑнӑҫу сунчӗҫ.


Алиса Александрова, Димитрий Макаров