Чӑваш Енре вӗренекен ҫамрӑксен професси ӑсталӑхӗн ҫӗршыври чемпионачӗн регионти тапхӑрӗ иртет

Ӑмӑрту эрне тӑршшӗпех пырать. Тупӑшӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уҫрӗҫ.

"Профессионалсем" чемпионата кашни ҫул йӗркелеҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - ӗҫ профессийӗсен сумне ӳстересси, ҫамрӑксене аталанма майсем туса парасси. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Вӑл ӑмӑрту ҫулран ҫул вӑйланса пынине палӑртрӗ. Республикӑра ҫамрӑксене пулас профессине суйлама пулӑшассипе тӗрлӗ программа пурнӑҫа кӗнине каларӗ.  Пӗлтӗр тупӑшӑва колледжсемпе техникумсенче тата шкулсенче вӗренекен 492 хӗрпе каччӑ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал 520 ҫамрӑк ӑсталӑхне тӗрӗслеме кӑмӑл тунӑ. Чемпионатра вӗсем 78 енпе ӑмӑртаҫҫӗ. Хальхинче тупӑшу программине 7 ҫӗнӗ компетенци кӗртнӗ. Пӗлӗвне пулас стоматологсем, вожатӑйсем, интернатра ӗҫлекен воспитательсем, чукун ҫул ҫинче тӑрӑшакансем, интерьер дизайнерӗсем кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех йывӑр техникӑпа тата перекетлӗ производствӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ та пулӗ.

Конкурс лаптӑкӗсене техникумсемпе колледжсенче йӗркеленӗ. Ҫамрӑксен ӑсталӑхне хаклама 570 эксперта явӑҫтарнӑ.

Республикӑри тапхӑрта ҫӗнтернисем вара Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшура хӳтӗлӗҫ. Раҫҫейри "Профессионалсем" чемпионат чӳк уйӑхӗнчӗ Питӗр хулинче иртӗ.


Диана Иванова, Андрей Шоклев