Вӑхӑт ҫитрӗ 22.04.2026

Чӗлхе чӗрӗ япала. Вӑл та пурнӑҫпа пӗрле улшӑнса пырать. Чӑваш чӗлхи паянхи кунччен мӗнле аталанса пынӑ-ши? Паянхи кун вӑл хӑйне мӗнле туять-ши? Мӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ пирӗн калаҫура, ҫырура? Ҫакӑ тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусем тавра калаҫӑпӑр та «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑм хӑнипе — чӗлхеҫӗпе, филологи наукисен кандидачӗпе, Республикӑри культурӑпа искусствӑсен институчӗн доценчӗпе Эдуард Фоминпа.