Вӑхӑт ҫитрӗ (Ю. Мареева) 29.07.26

Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Комитет хастарӗсем уйрӑмах ялта пурӑнакан хӗрарӑмӑн обществӑри пӗлтерӗшне тата витӗмне ӳстерес тӗлӗшпе тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ. Ҫулсерен иртекен «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» конкурс вӗсенчен чи пӗлтерӗшли. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет ӗҫӗ-хӗлӗ, малашнехи тӗллевӗсем ҫинчен унӑн ертӳҫипе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Юлия Мареевапа калаҫӑпӑр.