Вӑхӑт ҫитрӗ 12.08.2026
Программы Хальхи чӑваш литературине юратакансем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл - чи паллӑ прозаиксенчен пӗри — Ольга Куликова, литературӑри хушма ячӗ Улькка Эльмен. Август уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн черетлӗ юбилейне кӗтсе илет. Ольга Геннадьевнӑна «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑма чӗнтӗмӗр. Ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Эсир те, хисеплӗ радио итлекенсем, пирӗн калаҫӑва хутшӑнма пултаратӑр, тӳрӗ эфир пынӑ вӑхӑтра 56-19-73 номерпе шӑнкӑравлӑр. Кӑларӑм 13 сехет те 18 минутра пуҫланать.