Вӑхӑт ҫитрӗ — 08.07.

Вӑхӑт ҫитрӗ — 08.07.26 Красноармейски салинче пурӑнакан Алексейпа Наталия Григорьевсен ҫемьине «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе наградӑланӑ. Вӗсем 5 ача ҫитӗнтернӗ. Тӳрӗ эфира ҫемье амӑшӗ Наталия Николаевна тата хӗрӗ Ксения Абрамова хутшӑнаҫҫӗ, Гриорьевсен кулленхи пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ тата ҫирӗп те телейлӗ ҫемьен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ.