Вăхăт çитрĕ 08.10.25

Кӑларӑм хӑни - Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш номерлӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова. Кӑҫал вӑл Раҫҫей шайӗнче тӑван чӗлхепе вӗрентекен чи лайӑх 15 педагог йышне кӗнӗ, лауреат пулса тӑнӑ. «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑмра пултаруллӑ вӗрентекенпе Ираида Матьяновӑпа тӗплӗнрех паллашатпӑр.