Вӑхӑт ҫитрӗ (И.Иванов) 24.12.2025
Программы Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сумлӑ артисчӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, педагог Иван Иванов ҫулталӑк вӗҫӗнче хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ. Юратнӑ артистӑн пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен тата ытти ыйтусем тавралла та калаҫӑпӑр 13 сехет те 18 минутра пуҫланакан «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑмра. Яланхиллех тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче эсир те, хисеплӗ радио итлекенсем, 56-19-73 телефонпа шӑнкӑравласа пирӗн калаҫӑва хутшӑнма пултаратӑр.