Вӑхӑт ҫитрӗ 20.08.2025
Программы Чӑваш тӗррин музейне тӗп хуламӑр варринче 2015-мӗш ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче уҫнӑ. Кӑҫал вӑл ӗҫлеме пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ. Музей ҫамрӑк пулин те, ӑна пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чӑваш тӗррин керменӗ туристсене те, республика хӑнисене те илӗртет, тӗлӗнтерет. Паянхи кӑларӑмра Чӑваш тӗррин музейӗн ертӳҫипе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Надежда Сильверстровапа музей историйӗ, паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ, унӑн культура пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫӑпӑр тата ытти ыйтусене те хускатӑпӑр. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче эсир те, хисеплӗ радио итлекенсем, пирӗн калаҫӑва хутшӑнма пултаратӑр, 56-19-73 номерпе шӑнкӑравлӑр. Кӑларӑм 13 сехет те 20 минутра пуҫланать.