Çула тухсан 29.08.2016

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Ольга Тургайăн «Ален Делон е кĕскен телей çинчен» пьеси тăрăх «Чи кирли, чи юратни...» çĕнĕ спектакль хатĕрленĕ. Арсений Тарасов драматург ку спектакль ыттисенчен уйрăмрах тăнине, артистсемпе куракансем кĕске самантрах сăнарсен пурнăçне пĕрле пурăнса ирттернине асăнать.