Çула тухсан 26.01.26

Паян эпир сирӗнпе халӑх пурнӑҫӗ юрӑ-кӗвӗре мӗнле палӑрни пирки калаҫӑпӑр. Чӑваш ӗмӗртен ҫутҫанталӑка сӑнаса пынӑ, ӑна ҫӑкӑр-тӑваршан тав тунӑ. Кашни пулӑмӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ачаран кӑсӑкланнӑ ҫав йӑласемпе.