Çула тухсан 19.01.26

«Мӗн май килнӗ таран Ҫӗнтерӗве ҫывхартма тӑрӑшатпӑр эпир», - теҫҫӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ҫӗнъялта пурӑнакансем. Пӗрле пуҫтарӑнса ӑшӑ нускисем ҫыхаҫҫӗ, салтаксем патне ӑсатаҫҫӗ, сивӗ ҫанталӑкра шӑнса чирлесрен сыхласса шанаҫҫӗ.