Çула тухсан 18.04.2016

Паян эпир сирĕнпе Патăръел тăрăхне çул тытăпăр. Анат Тăрмăш ялĕнче тĕлĕнмелле сăпайлă та туслă мăшăр пурăнать. Шăпи вара пылак килмен вĕсен. Петр Егоровичпа Анна Михайловнăна итленĕ май «çакнашкал хĕнхура çын мĕнле чăтса ирттерме пултарнă-ши» тесе шутлатăн. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса, пулăшса пĕрле пурнăç сукмакĕпе утнăран турри вăй-хăват парса пынă пулĕ. 65 çул çапла алла-аллăн утаççĕ вĕсем.