Çула тухсан 12.12.2016

52 çул каялла, 1964 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта пĕрремĕш троллейбус маршручĕ уçăлнă. Вĕсем пассажирсене турттаса çỹреме пуçланă. Малтан, паллах, хатĕрленỹ ĕçĕсем пынă, водительсене вĕрентнĕ, электролинисем хывнă.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Михайлов çав кунсене лайăх астăвать.