Çула тухсан 05.12.2016

Паян Вăрмар тăрăхне çул тытăпăр. Унта пурăнакан Татьяна Дорофеева Раççейре ирттерекен тĕрлĕ поэзи конкурсĕсенче пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Кăçал вăл Крымран «Зов Нимфеи» фестивальтен парнесемпе таврăнчĕ. Раççейри писательсен союзĕн издательстви ун кĕнекисене хаваспах пичетлесе кăларать.