Çула тухсан 05.09.2016

Паян эпир сирĕнпе çула тухса Тăвай районне çитсе килĕпĕр. Анаткас Тушкил ялĕнче сăпайлă та ырă кăмăллă, пысăк чунлă Зинаида Краснова çемйипе пурăнать. Капмар çурт умĕнче чечексем куçа илĕртеççĕ. Пỹртелле кĕрсен тỹрех темĕнле ăшă хум чуна çупăрлать. Тăван киле пырса кĕнĕнех туйăнать.