Çула тухсан 01.11.2021

Уçă кăмăллă та çирĕп чунлă Августа Васильевна Осокина çуралса ỹснĕ Шуркасси ялĕ халĕ çук ĕнтĕ, Сĕнтĕрвăрри районне кĕнĕскерне Çĕнĕ Шупашкар çăтса янă. Халĕ вăл Вăрнар районĕнчи Аçăмçирма ялĕнче пурăнать. Кĕçех 96 çул тултарать. Апла пулин те шав малалла талпăнать, çурран утма юратать.