Ҫула тухсан 21.07.25

Паян эпир сирӗнпе Красноармейски тӑрӑхне ҫитсе килӗпӗр. Васнар ялӗнче тӗлӗнмелле ырӑ та пуян чунлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Светлана Матвеевнӑпа Валерий Геннадьевич Мефодьевсене тата вӗсен кедрӗсене республикӑра кӑна мар, Санкт-Петрбургра, Чӗмпӗрпе Тутарстанра, Пенза облаҫӗнче тата ытти нумай регионсенче пӗлеҫҫӗ. Эпир вӗсемпе маларах передачӑсенче тӗл пулнӑччӗ. Мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ-ши манӑн кӑларӑм хӑнисем халӗ?