Ҫула тухсан 16.02.2026
ПрограммыПирӗн сӗтел мӗнле ҫимӗҫпе авӑнать паян тата выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ хӑйне еплерех туять? Ял ҫыннишӗн кӑна мар, хулара пурӑнакансемшӗн те пӗлтерешлӗ ыйтусем ҫине хурав илес тесе эпӗ Чӑвашъенри статистика уйрӑмне ҫул тытрӑм. Федерацин патшалӑх статистика службин территори органӗн ертӳҫин ҫумӗ Ольга Дмитриева цифрӑсемпе паллаштарчӗ, хуҫалӑхсемпе фермерсем тухӑҫлӑрах та тупӑшлӑрах ӗҫленине пӗлтерчӗ.