Тăван тавралăх 14.11.2022

Вăл Чӑваш Енте профессиллĕ ӳнер искусствине никӗслекенсенчен пӗри шутланать. Раççей искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш АССРăн халăх художникĕ. Пултаруллă педагог, чăваш ялĕн пурнӑҫне картинăсенче сăнласа панă пĕрремĕш ÿнĕрçĕ - Моисей Спиридонов. Художник ячĕпе Шупашкарта музей-хваттер те уçнă. Нумай пулмасть унта Эльвира Иванова корреспондент пулса курнă. Эфирта 6 сехет те 28 минутра тĕпленрех каласа парать.