Юратнӑ артист 18.02.26

Чӑваш Радио Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен Союзӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 150 ҫул ҫитнине халалласа «Юратнӑ артист» ярӑм пуҫларӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмра паянхи кун театрта ӗҫлекен чи аслӑ ҫулсенчи пӗртен-пӗр артистпа Яковлева Нина Михайловнапа - Чӑваш АССР, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш АССР, РСФСР халӑх артисчӗпе, Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗпе тӗл пулӑпӑр.