Тӳсӗм 05.07.2016

Чулхулара çуралса ỹснĕ Александра Белова хăйĕн телейне чăваш çĕрĕнче тупнă. Хĕр чухнехи хушамачĕ унăн Ломоносова пулнă. 1961 çулта аслă пĕлỹ илсен ăна Шупашкара янă. Крупская ячĕллĕ паркра кĕнеке вулса ларнă чухне пырать те ун патне çар тумĕ тăхăннă яш каччă.