Вăхăт çитрĕ 06.09.2023

Нумай çул хушши «Чăваш ен» патшалăх телерадиокомитетра телевидени режиссерĕнче ĕçленĕ паллă режиссер, Чăваш Республикин искусствосен тава тивĕçлĕ деятелĕ Леонид Трифонов черетлĕ юбилейне кĕтсе илчĕ. Паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăма унăн пурнăçĕпе пултаруллăхне халаллатпăр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те, хисеплĕ радио итлекенсем, шăнкăравласа пирĕн хаклă хăнана ыйтусем пама пултаратăр. Сирĕн ун çинчен мĕн пĕлес килет, ыйтса пĕлĕр. Телефон номерĕ 56-19-73. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.