Самое время. Прямой эфир 29.09.2021

Кĕр мăнтарĕпе Республикăри театрсем хăйсен пултарулăх сезонне уçрĕç. Сăмахран, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ кăçал Ольга Туркай пьеси тăрăх лартнă «Савтепи» спектакльпе хăйĕн 89 театр сезонне пуçларĕ. Çитес уйăхра тата икĕ çĕнĕ спектакль кун çути курĕ. Театр ĕç-хĕлне, çĕнĕлĕхсемпе малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕсене Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн директорĕпе Елена Николаевăпа тỹрĕ эфирта сỹтсе явăпăр. Сире те, хисеплĕ радиотлекенсем, «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра хастартарах хутшăнма йыхравлатпăр. Пирĕн телефон номерĕ 56-19-73. Каларăм паян 13 сехет те 27 минутра пуçланать.