САМОЕ ВРЕМЯ. ПРЯМОЙ ЭФИР 29.07.2020

Чăваш республикинче кăçалхи çул нумай паллă пулăмсемпе палăрса тăрать. 1920-мĕш çулта Чăваш автономи облаçне туса хунă хыççăн халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пур сферăра та пулса иртеççĕ. Наукăра, культурăра, ỹнерте чăвашсен хальччен пулман наци тĕрлĕ учрежденийĕсем йĕркеленме пуçлаççĕ. 60 çул каялла Шупашкарта Музыка театрĕ ĕçлеме пуçлать. Халĕ вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ – республикăри чи пысăк театр. Кунта 300-е яхăн çын ĕçлет, вĕсенчен 158-шĕ – артист. Мĕнле йĕркеленсе кайнă театр тата паян мĕнле ĕçлесе пурăнать, мĕнле проектсем пурнăçлать тата ытти ыйтусем тавра та пулĕ калаçу «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра. Студие оперăпа балет театрĕн директорне Валерий Клементьева чĕнтĕмĕр. Ыйтусемпе сĕнỹсене тỹрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 номерпе йышăнатпăр. Кăларăм 13 сехет те 18 минутра пуçланать.