Самое время. Прямой эфир 28.06.2023

Кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕнче писательсемпе журналистсен Союзĕ «Канаш» йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Çак вăхăт хушшинче каярах уйрăммăн аталаннă пултарулăх союзĕсем çинчен калаçăпăр, «Канаш» историне те аса илĕпĕр. Пирĕн студи хăни – журналист, çыравçă, наука ĕçченĕ Алексей Леонтьев. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр, шанкăравсене 56-19-73 номерпе йышăнатпăр.