Самое время. Прямой эфир 26.07.2023

Республикăри Наци музейĕ чăваш халăхĕн авалхи историне, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тĕлĕшпе тимлесе ĕçлет, вăл йĕркеленипе тĕрлĕ енлĕ, кăсăклă ĕçсем пулса иртеççĕ. Нумаях та пулмасть Наци музейĕнче «Прокопий» Фонд уçнă. Мĕнле тĕллевпе йĕркеленĕ ăна? Кун çинчен пире Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова каласа парĕ. Çавăн пекех августăн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри «Тĕрленĕ Раççей» фестиваль çинчен те калаçăпăр. Кăларăм 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 номерпе сирĕн шăнкăравсене кĕтетпĕр.