Самое время. Прямой эфир 24.11.2021

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче кăçалхипе иккĕмĕш хут Чăваш тĕррин кунне уявлатпăр. Тĕрĕ кунĕ халăх уявĕ пулса тăни савăнтарать. Мĕншĕн тесессĕн чăваш тĕрри хăйĕн асамлă илемĕпе тĕнчипех палăрнă. Паян «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра чăваш тĕрри çинчен калаçăпăр. Мĕнпе илĕртет вăл ытти халăх çыннисене, мĕне пĕлтереççĕ унăн эрешĕсем, камсем тĕпченĕ чăваш тĕррине тата ытти ыйтусем тавра та калаçăпăр чĕннĕ хăнасемпе – Чăваш тĕррин музейĕнче наука енĕпе ĕçлекен Наталья Захарова-Кульевапа тата Любовь Вазюкова тĕрĕ ăстипе. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр. 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр. Кăларăм 13 сехет те 18 минутра пуçланать.