Самое время. Прямой эфир 23.08.2023

Композитор, чăвашсен музыка фольклорне пуçтаракан, чăвашсен музыка инструменчĕсене тĕпчекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Эриванов августăн 20-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Çак сумлă пулăма халаллатпăр хамăрăн черетлĕ каларăма. Николай Лазаревич хăйĕн пултарулăх çулĕ çинчен каласа парĕ. Эсир те, хисеплĕ радио итлекенсем, пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.