САМОЕ ВРЕМЯ. ПРЯМОЙ ЭФИР 17.02.2021

Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсенех автономине ертсе пыракансем, общество ĕçне хастар хутшăнакан çынсем халăх аваллăхне упраса хăвармаллине, таврапĕлĕве ỹстермеллине ăнланса илнĕрен, музей ĕçĕсен, ỹнер тата аваллăх палăкĕсене упраса хăварас енĕпе ĕçлекен облаçри секци Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 1921-мĕш çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче Тĕп чăваш музейне уçнă. Кăçал Чăваш наци музейĕ хăйĕн 100 çулне уявлать. Паян 13 сехет те 18 минутра эфира тухакан «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра Чăваш наци музейĕн директорĕпе Ирина Меньшиковапа тĕл пулăпăр. Музей историне аса илĕпĕр, унăн хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашăпăр. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче шăнкăравласа хăвăрăн ыйтусене е сĕнỹсене пĕлтерме пултаратăр. Телефон номерĕ 56-19-73.