САМОЕ ВРЕМЯ. ПРЯМОЙ ЭФИР 11.11.2020

Паян, ноябрĕн 11-мĕшĕнче 13 сехет те 20 минутра пуçланакан «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра республикăра кĕнеке кăларас ĕç мĕнле аталанса пынине сỹтсе явăпăр. Историе аса илĕпĕр, тĕллевсемпе паллашăпăр. Ун пирки калаçма эпир студие акционерсен «Чăваш кĕнеке издательстви» пĕрлешĕвĕн тĕп редакторне Валерий Николавеич Алексеева чĕнтĕмĕр. Кăларăм паян 13 сехет те 20 минутра пуçланать.