Самое время. Прямой эфир 09.06.2021

Чăваш çи-пуçне, пуçа тăхăнмалли, капăрланмалли япаласене хатĕрлекен хальхи вăхăтри чи паллă ăстасенчен пĕри вăл Зинаида Воронова. Кăçал июнь уйăхĕнче вăл хăйĕн çавра датине уявларĕ, çавна май Чăваш тĕрри музейĕнче хăйĕн тата вĕренекенĕсен куравне уçрĕ. Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕĕçченĕпе, ал ĕçĕсен ăстипе, «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн ылтăн призерĕпе, Сочире иртнĕ «Буян остров» искусствосен 10-мĕш фестивалĕн Гран-прине тивĕçнĕ Зинаида Вороновапа тĕл пулса унăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех калаçма ăна «Вăхăт çитрĕ» кăларăма чĕнтĕмĕр. 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче шăнкăравласа ыйтусем пама е юбилейпе саламлама пултаратăр. Телефон номерĕ 56-19-73.