Самое время. Прямой эфир 04.10.2023

Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Анжела Московцева Карачаево-Черкесси Республикинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен чи лайах учитель» профессионалсен конкурсне хутшăннă, 15 чи лайăх вĕрентекенсен йышне кĕнĕ. Паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра Анжела Юрьевнăпа тĕл пулăпăр. Асăннă конкурс çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлĕпĕр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр, яланхиллех 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.