Паттӑрсен ҫӳлӗпе 24.10.2016

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 16 шырав пĕрлĕхĕ. Вĕсен шутĕнче Ульянов ячĕллĕ Чăваш пашалăх университетĕнчи «Георгий хăйĕвĕ» клуб хастарлăхпа палăрса тăрать. Шырав юхăмĕн студенчĕсем çапăçу хирĕнче ятсăр выртса юлнă, хыпарсăр çухалнă салтаксене шыраса тупас, тирпейлесе пытарас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра çак отрядăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма пулĕ.