Паттӑрсен ҫӳлӗпе 21.11.2016

Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх Педагогика университетĕнче 11-мĕш çул «Астăвăм вахти» ятпа шырав отрячĕ ĕçлет. Ăна истори факультечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Çак отряд йышĕнче университетра ăс пухакан студентсем. Вĕсен шутĕнче истори факультетĕнче вĕренекен Григорий Кириллов тата Кирилл Вирьялов та пур. Вĕсем паянхи «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмăн хăнисем.