Паттӑрсен ҫӳлӗпе 19.12.2016

Нумаях пулмасть «Командиры Республики Чувашия» кĕнеке пичетленсе тухнă. Икĕ томлă кĕнекере Чăваш Енĕн аслă офицерĕсен тытăмĕ, замполичĕсем, комиссарĕсем, старшинисемпе сержанчĕсем — Астăвăм кĕнекисенче хыпарсăр çухалнă е ăçта пытарни паллă мар тесе çырнисем пирки каласа кăтартнă. Кĕнеке авторĕ Чăваш Енре çуралнисен шăпине уçăмлатас тата вĕсене пытарнă вырăнсене палăртас енĕпе ĕçлекен шыравçă, «Раççей шырав юхăмĕн» Мари Элти регион уйрăмĕн ертỹçи Дмитрий Шипунов. Кун пирки «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра тĕплĕнрех пĕлме пулать. Унсăр пуçне кăларăмра Чăваш Енри кĕрхи призыв ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех шайра иртни пирки те сăмах пулĕ.