Открытая студия. Прямой эфир 22.11.2018

Раççейре, вăл шутра пирĕн республикăра та сусăр çынсене пулăшу парассипе ятарлă пĕрлешỹсем ĕçлеççĕ. Шăпах вĕсем пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене вĕренме, професси илме, ĕçлеме, кулленхи пурнăçра хăйсен вырăнне тупма майсем туса параççĕ. Кĕçнерникунсерен тỹрĕ эфира тухакан «Уçă калаçу» кăларăм хăнисем - Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри организацийĕн председателĕ Юрий Сергеев тата Çĕрпỹри куç курманнисен обществин председателĕ, çавăн пекех куç курманнисен спорт федерацийĕн регионти уйрăмĕн ертỹçи Эдуард Егоров.