Открытая студия. Прямой эфир 15.03.2022

Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче «Нарспи» спектакле 6 хут лартнă. Кăçал ăна пĕрремĕш хут куракансем патне çитернĕренпе 100 çул çитрĕ. Кун çинчен калаçма СССР халăх артистне, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçине, театр режиссерне Валерий Яковлева тата «Нарспи» сăнарне калăпланă РСФСР халăх артисне Нина Григорьевăна «Уçă калаçăва» йыхравларăмăр.