ÇУЛА ТУХСАН 08.02.2021

Паян эпир сирĕнпе ялта пурăнакансем пирки калаçăпăр. Хăй вăхăтĕнче ялсенче пĕчĕк тата вăтам кооперативсем йĕркелес юхăм пуçланнăччĕ. Вĕсене патшалăх пулăшма шантарнăччĕ, ятарлă программăсем те пурччĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула чылайăшĕ пĕрремĕш утăмсенчех такăнса хупăнса пĕтрĕ. Анчах малашлăха шанса ялта пурăнакансене тивĕçлĕ пулăшу парассишĕн тимлекенсем пур-ха. «Хамăр район патриочĕсем тата яла юратакансем эпир»,- тет Вăрнар районĕнчи кооператив ертỹçи Светлана Ильина.