Çĕнĕ кĕнеке Асамлă ачалăх 24.02.2025
Программы Чӑваш кӗнеке издательствинче «Асамлӑ ачалӑх» ятлӑ кӗнеке пичетеленсе тухнӑ. Унта хальхи вӑхӑтра чӑваш литературинче тӑрӑшакан, тӗрлӗ ҫулсенче ҫуралнӑ, Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикинсенче, Чӗмпӗрпе Самар облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашла ҫыракан 37 писателӗн ачалӑхпа ҫыхӑннӑ асаилӗвӗсем, хайлавӗсем кӗнӗ.