Ҫӗнӗ кӗнеке 24.03.2025

Чӑваш кӗнеке издательстви нумай пулмасть пичетлесе кӑларнӑ «Ҫӑлкуҫ» кӗнекере Шупашкарти тракторсем тӑвакан завод мӗнле пуҫланса кайни, мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Владимир Кузьмин писатель, журналист ҫырнӑ кӗнекене пӗр роман, 5 очерк тата 8 калав кӗнӗ. Владимир Прокопьевич 1975-1980-мӗш ҫулсенче «Тракторстрой» нумай тиражлӑ хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй куҫӗпе курнине, хӑй лайӑх пӗлнӗ пулӑм ҫинчен витӗмлӗ ҫырса