Килте пĕçерер-ха 28.04.2018

Мĕн авалтанах Чăвашсен çăкăр сĕтел çинче яланах уйрăм хисеплĕ вырăн йышăннă. Ĕлĕкхи вăхăтра, çăкăра килте пĕçернĕ. Халĕ ытларахăшĕ çăкăра лавккаран туянать. «Килте пĕçерер-ха» кăларăмра Оксана Верликовăпа Надежда Степанова корреспондентсем килте пĕçермелли çăкăр рецепчĕпе паллаштарĕç.